Мускаври усӑ курнӑ троллейбуссене Чваш Ене илсе килӗҫ. Вӗсем пирӗн республикӑна тӳлевсӗрех лекӗҫ.
Ҫӗршывӑн тӗп хулинчен 16 троллейбус илсе килӗҫ. Вӗсене Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинче пайлӗҫ. Транспорт 2013 ҫулта туса кӑларнӑскер. Вӗсене Чӑваш Ене кӑҫал тӑваттӑмӗш квартал тӗлне илсе ҫитерӗҫ.
Мускаври транспорт ҫӳллӗ мар, унта халӑх нумай кӗрет - 100 ҫын таранах. Пӗтӗмпе 26 лармалли вырӑн. Сусӑрсем валли – икӗ вырӑн. Троллейбус автономи мелӗпе ҫӳреҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Енре пурӑнакансем халӑх тетелӗсенче 7 ҫулти арҫын ача ҫухални пирки хыпар сарнӑ. Ача – Ҫӗнӗ Шупашкартан.
Арҫын ача 17 сехетре ҫухалнӑ, амӑшӗ кун пирки тӳрех полицие пӗлтернӗ. Пӗчӗкскере Самарти патрульпе пост служби ӗҫченӗсем вокзалта асӑрханӑ. Мӗнле ҫитнӗ-ха вӑл унта? Ачан автобуспа ярӑнас килнӗ-мӗн. Вӑл транспорта ларса урӑх хулана кайнӑ.
Пӗчӗкскере киле тӗрӗс-тӗкелех илсе ҫитернӗ. Палӑртмалла: ача унччен те килтен тухса кайнӑ.
Пӗрлехи транспорт карттине укҫа хумалли ятарлӑ вырӑнсене хупма йышӑннӑ.
Хальхи вӑхӑтра ЕТК-карттине Перекет банкӗн NFC-ридерӗллӗ хатӗрӗсем урлӑ ҫӑмӑллӑнах укҫа хума пулать. Ҫавна май пӗрлехи транспорт карттин Шупашкарти мини-офисӗсем паянтан, утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен, хупӑнӗҫ, Ҫӗнӗ Шупашкартисем – ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен.
Сӑмах май, транспорт картти ҫине укҫана Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти мӗнпур почта уйрӑмӗнче хума май пур.
Транспорт карттипе ҫыхӑннӑ ыйту сиксе тухсан «ЕТК» тулли мар яваплӑ обществӑн офисӗпе ҫыхӑнма сӗнеҫҫӗ. Вӑл Шупашкарти Октябре 50 ҫул урамри 17-мӗш «а» ҫуртра вырнаҫнӑ. Телефон номерӗ 8 (8352) 36-33-30.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 20 ҫулти хӗртен палламан ҫын укҫа ыйтма тытӑннӑ. Каччӑ пикен тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗнчи страницине кӗме май тупнӑ. Унта хӗрӗн сӑнӳкерчӗкӗсене асӑрханӑ. Ҫавсене тӗнче тетелӗнче сарассипе хӑратса 10 пин тенкӗ тапӑннӑ.
Пӑтӑрмах пирки пике йӗрке хуралҫисене кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче пӗлтернӗ. Пакунлисем тӑрӑшни сая кайман. Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрӗнчен укҫа тапӑнакан ҫынна тупса палӑртнӑ. Сӗмсӗрскер Краснодар тӑрӑхӗнче пурӑнакан 23 ҫулти каччӑ пулнӑ. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 163-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Каччӑ ытти ҫынран та ҫавӑн пек мелпе укҫа тапӑнманнине те тӗрӗслӗҫ.
Халӗ ку ӗҫе Краснодар тӑрӑхӗнчи йӗрке хуралҫисем малалла тӗпчӗҫ.
Шупашкар районӗнче арӑмӗпе упӑшки ҫул ҫинчи инкекре вилнӗ. Пӑтӑрмах вырсарникун каҫхине 20 сехет те 50 минутра «Вятка» ҫул ҫинче пулнӑ.
Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, Ҫӗнӗ Шупашкар енчен каякан «ВАЗ-2115» автомашина Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркасси енне пӑрӑнма тӑнӑ. Ҫавӑнта транспорт хирӗҫ пыракан «BMW» машинӑна ҫул паман имӗш. Инкекре водитель тата 51 ҫулти хӗрарӑм васкавлӑ пулӑшу бригади пырса ҫитиччен вилнӗ. Вӗсем упӑшкипе арӑмӗ пулнӑ, Шупашкар районӗнче пурӑннӑ.
Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машина рулӗ умӗнчи 29 ҫулти водитель (вӑл – Патӑрьел районӗн ҫынни) аманман. Ӑна тӗрӗсленӗ те, вӑл урӑ пулни палӑрнӑ. Ҫул-йӗр правилине пӑснӑшӑн ӑна маларах административлӑ майпа 18 хутчен явап тыттарнӑ.
Ҫанталӑк шӑрӑх тӑнине кура ҫак кунсенче Чӑваш Енре те шыва кӗме аван. Шел те, путса вилекенсен йышӗ ӳссех пырать. РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, иртсе кайнӑ канмалли кунсенче пирӗн тӑрӑхри тӑватӑ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫапла вара шыва путса вилекенсен йышӗ кӑҫал 17 ҫынна ҫитнӗ.
Эрнекун каҫхине Муркаш районӗнчи Шупуҫӗнче 74 ҫулти арҫын пӗвере путнӑ. Арҫын ҫипуҫне ачасем асӑрхасан аслисене пӗлтернӗ. Вилене шывран ял ҫыннисем кӑларнӑ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, арҫын эрех ӗҫнӗ пулнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пляжӗнчен инҫех мар вырӑнта, Атӑлта, 19 ҫулти каччӑ виллине тупнӑ.
Ҫав кунах Вӑрмар районӗнчи «Тарӑн ҫырма» коллективлӑ пахча патӗнчи пӗвере 43 ҫулти хӗрарӑм путнӑ. Вӑл Кавал ялӗнче пурӑннӑ.
Шӑматкун Муркаш районӗнчи Ильинка ялӗ тӗлӗнче, Атӑлта, 55 ҫулти арҫын шыва путнӑ.
Чӑваш Енре ҫывӑх вӑхӑтра троллейбус паркне ҫӗнетӗҫ. Паянхи куна мӗнпур троллейбусран 80 проценчӗ кивелнӗ. Ку цифрӑна Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев республикӑн Патшалӑх Канашӗнче утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче тухса калаҫнӑ чух асӑнса хӑварнӑ.
Троллейбус паркне ҫӗнетме Раҫҫей Промышленноҫпа суту-илӳ министерстви укҫа уйӑрӗ. Вӑл паракан 1 миллиард та 170 миллион тенкӗ укҫапа 68 троллейбусран кая мар туянма палӑртаҫҫӗ.
«Ыйту вӗҫленсе пырать. Ҫывӑх вӑхӑтра конкурс тата аукцион ирттерессе шанатӑп», — тенӗ Олег Николаев.
Сӑмах май, халӗ Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта троллейбуссем 22 маршрутпа ҫӳреҫҫӗ. Ҫул ҫине кунсерен 219 троллейбус тухать.
Паян, утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта Атӑл хӗрринче канакансем шыв ҫине ҫын вилли ишсе тухнине курнӑ. Кун пирки вӗсем ҫӑлав службине пӗлтернӗ.
Ҫӑлавҫӑсем вилене ҫыран хӗррине кӑларнӑ. Ҫак арҫын темиҫе кун каялла путнине ҫынсем курнӑ. «19 ҫулти каччӑ путнӑ, вӑл темиҫе кун каялла ҫухалнӑ, 8-мӗшӗнченпех пулмалла шыраҫҫӗ», - пӗлтернӗ халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата.
Кун тӗлӗшпе процессуаллӑ тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти прокуратура асӑннӑ хулари хуҫасӑр йытӑсен шӑпипе кӑсӑкланнӑ. Асӑннӑ муниципалитетра хуҫасӑр чӗрчунсене тытас, вӗсене ятарлӑ вырӑнта усрас ыйтусене татса паман. Ҫапларах пӗтӗмлетнӗ надзор органӗ ятарлӑ тӗрӗслев хыҫҫӑн.
Хуҫасӑр чӗрчунсемпе ӗҫлессишӗн вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем яваплӑ. Ку йӗркене федераци саккунӗнче ҫырса хунӑ. Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗ ку ыйтупа пачах ӗҫлемен теме юрать. Килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсене тытассишӗн яваплисене унтисем ҫирӗплетмен.
Хӑй тытӑмлӑх органӗ ҫине тӑманран прокуратура суда тавӑҫпа ҫитнӗ, Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацине яваплӑха хӑй ҫине илме хистенӗ. Суд надзор органӗ ыйтнине тивӗҫтернӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта Атӑлта арҫын виллине тупнӑ. Ку паян 16 сехет те 20 минутра пулнӑ. Унӑн виллине иртен-ҫӳрен асӑрханӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Арҫын 50 ҫулсенчи пек курӑнать. Унӑн вилли ҫыранран инҫех мар шывра выртнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, арҫын юраман вырӑнта шыва кӗнӗ.
Арҫын виллине ҫӑлавҫӑсем 17 сехет те 10 минутран шывран кӑларнӑ. Вырӑнта следовательсем ӗҫленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |